Акан 18-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗпе «Хавал» пӗрлешӳ Чӑвашла терминсем ӑсталама хатӗрленӗ сайтӑн хӑтлавне ирттереҫҫӗ! Эпир чӑваш чӗлхипе тачӑ ӗҫлекен пур ҫынна та йыхравлатпӑр — ӑсчахсене, студентсене, хаҫатҫӑсене тата терминологипе кӑсӑкланакан ыттисене те. Хӑтлав гуманитари институчӗн Ӑслӑлах канашӗн пӳлӗмӗнче иртӗ.
Ҫак кун маларах ҫав пӳлӗмрех Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа тӑй те «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ятлӑ ҫавра сӗтел ирттерет. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ, вӗҫленсен пирӗн хӑтлав иртӗ.
Ҫавра сӗтелте ҫак ыйтусене сӳтсе явӗҫ: чӑваш тӗнчи тата паянхи лару-тӑру; чӑваш чӗлхипе культури аталанӑвӗн стратегийӗ; чӑваш чӗлхине документлас ӗҫ; хальхи хаҫат-журнал чӗлхи; чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курасси; чӑвашла терминсем тӑвас ӗҫ; электронлӑ кӑларӑмсем хатӗрлесси тата ытти те.
Унсӑр пуҫне вӑл кунах, апата каяс умӗн, «Хавал» пӗрлешӳ тӑрӑшнипе тухнӑ «Пин те пӗр сӑмах» ӳкерчӗклӗ сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ — сирӗн ӑна туянма, унпа тӗплӗнрех паллашма май пулӗ.
2013 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче республикӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен черетлӗ ӑмартӑвӗ иртрӗ. Конкурса 10 учитель хутшӑнчӗ. Кашни мӗн енӗпе те пулин палӑрчӗ.
Чи нумай балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ирина Алексеевна Диарова тивӗҫлӗ пулчӗ.
Уйрӑм номинацисенче ҫак учительсем палӑрчӗҫ:
◆ «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» (эссе) — Людмила Алексеевна Семёнова (Шӑмаршӑ вӑтам шкулӗ);
◆ «Новатор учитель» — Валентина Михайловна Иванова (Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗ);
◆ «Ӑста урокӗ» — Надежда Вячеславовна Шандимирова (Муркаш районӗн Юнкӑ вӑтам шкулӗ);
◆ «Паллаштару карточки» — Лариса Васильевна Осипова (Патӑрьел районӗн Турхан вӑтам шкулӗ
◆ «Ертӳҫӗ учитель» — Галина Михайловна Назарова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 14-мӗш шкулӗ);
◆ «Тӗпчевҫӗ учитель» — Галина Витальевна Кузьмина (Шупашкар районӗн Ҫӗньял вӑтам шкулӗ);
◆ «Сӑпайлӑх ҫӑлкуҫӗ» — Раиса Николаевна Ермошкина (Вӑрнар районӗн Уравӑш вӑтам шкулӗ);
◆ «Ташӑ-юрӑ ӑсти» — Вера Федоровна Никонорова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 16-мӗш шкулӗ);
◆ «Ӑста вулавҫӑ» — Галина Ивановна Иванова (Элӗк районӗн Мӑн Вылӑ вӑтам шкулӗ).
Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп — 2013» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш тата Дагестан Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, паллӑ чӑваш композиторӗ Ф.М. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пуҫараканӗсем — В.М.Михайловпа З.П.Михайлова, Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗсем.
Вӑйӑ-ӑмартӑва Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тулай Чӑвашри шкул ачисене ирӗклех йышӑнаҫҫӗ.
Вӑйӑ конкурса хутшӑнас текенсен http://www.make-test.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Ҫак вӑйӑ конкурсӑн шывӗ-йӗркипе килӳшӳллӗн пӗр сехет хушшинче 30 ыйтуран тӑракан теста пурнӑҫламалла. Тест ыйтӑвӗсене пӗр хут ҫеҫ хуравлама юрать.
Вӑйӑ-конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗпе 21-мӗшӗччен 5-7, 8-9, 10-11 класс ушкӑнӗсенче иртет. Пӗтӗмлетӳ протоколӗ акан 30-мӗшӗччен http://chuvsite.ucoz.ru сайтра курнӑҫланӗ.
Вӑйӑ-ӑмартӑвӑн тулли йӗрке-шывӗпе кунта паллашма пулать.
Паян, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа анлӑ лару иртрӗ, ӑна институтӑн чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ йӗркелерӗ.
Кун йӗркинче чӑваш чӗлхин хальхи тӑрӑмӗпе пуласлӑхне, тӗнчери тӗрӗк чӗлхисен аталанӑвне халалланӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Тухса калакансем шутӗнче истори пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Харитонова В. Г., этнологипе социаллӑ тӗпчевсен пайӗн ӗҫтешӗ Эктор Алос и Фонт, чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Егоров Н.И. тата ыттисем пулчӗҫ. Ыйтусене сӳтсе явма Валентина Кузнецова юрӑҫ, ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Никоаев Г.А., «Вут-шу» чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗн ертӳҫи Романов А.Е. тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.
Харитонова В.Г. хӑйӗн сӑмахӗнче чӑваш чӗлхи хальхи пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑннине кӑтартакан социаллӑ ыйтӑмсен кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Николай Иванович вара докладра чӑвашлӑха аталантармалли ӗҫ-хӗле палӑртрӗ. Валентина Кузнецова хӑйӗн сӑмахӗнче чӑваш наци телекуравӗнче вырӑс кӑларӑмӗсем ытла нумай пулнишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ҫулсерен иртекен фантастикӑлла хайлавсем ӑмӑртӑвӗ пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл, пӗлтӗрхи конкурсра ҫӗнтернисем суйланипе «Чӑваш йӑмри» ятлӑ пулӗ.
Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) кӑҫал хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла пулӗ. Яланхи пекех хушма тема та пур — вӑл «авӑлхи паттӑрсем» ятлӑ.
Литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ — ку вӑхӑтра хутшӑнакансенчен эпир хайлавсем йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене, яланхи пекех, раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртма шутлатпӑр. Конкурс положенийӗпе туллин кунта паллашма пулать.
«Чӑваш йӑмри» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхи курсӗ уҫалнӑ. Ӑна чӑвашла пач пӗлмен ҫынсем валли йӗркеленӗ. Вӗренекенсем чӑвашла вулама-ҫырма хӑнӑхӗҫ, тӑван чӗлхепе пуҫламӑш пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене пирӗн халахӑн кун-ҫулӗпе тата йӑли-йӗркипе кӗскен паллаштарӗҫ. Вӗренӳ 10 ҫын пухӑнсан пуҫланмалла.
Пуҫламӑш курсра сахалтан та 10 урок пулмалла, вӗсем эрнесерен иртӗҫ. Тӳлевлӗ — пӗр урок хакӗ 100 тенкӗ.
Ыйтса пӗлтмелли инҫесас номерӗ: 62-10-70 (хушма номер 146).
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукасси тӗп вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑвӑн тӗп теми «паянхи шкулта ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентесси» пулчӗ.
Чи малтанах ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Р.И.Яковлева уҫӑ урок кӑтартрӗ. Унӑн теми: «Туслӑха тусан ан пустӑр» (Надежда Григорьева ҫырнӑ «Тӗтреллӗ ҫумӑр витӗр» калав тӑрӑх [«Тӑван Атӑл», 2003, 9 №] ирттернӗ дискусси).
Итлекенсем урок ӑнӑҫлӑ пулнине, вӗрентекен паянхи ҫӗнӗ технологисемпе аван усӑ курнине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар марри сисӗнчӗ.
Уҫӑ урок хыҫҫӑн вӗрентекенсем шкулпа юнашар вырнаҫнӑ культурӑпа кану центрне, вырӑнти музее ҫул тытрӗҫ. Чӑвашсен паллӑ композиторӗ Ф.М.Лукин 100 ҫул ҫитнине халалланӑ музей экспозицине ҫитсе курчӗҫ. Н.Н.Лукина музейҫӗ район ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартрӗ, «Ф.
Ытларикун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2012 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе сесси иртӗ. Унта эпир сӑмахсарсен сайчӗ пирки каласа панисӗр пуҫне ҫӗнӗ сайтӑн хӑтлавне те ирттерӗпӗр — унпа паллаштарӑпӑр. Пӗтӗмлетӳллӗ сесси 9 сехетре пуҫланать. Чӑваш терминологийӗпе ӗҫлеме кӑмӑллакансене хӑтлава пыма йыхравлатпӑр.
Терминсен онлайн-канашлӑвӗ http://termin.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Эпир ӑна «Хавал» пӗрлешӳпе пӗрле ӑсталарӑмӑр. Тӗп страницӑра тӗрлӗ пайсен йышне курма пулать. Унтах эсир ҫӗнӗ куҫарусемпе, куҫарӑва кӗтекен терминсемпе паллашайратӑр. Кашни терминӑн уйрӑм страници пур: сӳтсе явма, куҫарусем сӗнме пулать. Сайт ӗҫӗпе кулленех паллашса тӑма кӑмӑл пур пулсан — сире валли сайтри ӗҫ сӑнавӗпе терминсен тулли йышӗн страницисем пур.
Терминсене хушма, куҫарусем сӗнме регистрациленнисем кӑна пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл бета-верси шайӗнче ӗҫлет. Шухӑшласа хунӑ хӑш-пӗр япалана ҫеҫ туманнине шута илсен унпа паян та туллин усӑ курма май пулнине пӗлтерес килет. Хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 700 ытла термин, 420 ытла куҫару.
Паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Чи малтанах Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисене епле пурнӑҫа кӗртнине пӑхса тухрӗҫ. Докладшӑн яваплӑ Казакова Т.В. ӗҫсем мӗнле пыни пирки кӗскен каласа пачӗ: кӗнекесем туянни ҫинчен, халӑх ушкӑнӗсенчи ӗҫсем ҫинчен, фестивальсемпе юрӑ-ташӑ ӑмӑртӑвӗсем пирки. Ҫитменлӗхсем ҫинчен калаҫма пуҫласан вулашӑври кӗнеке куравӗсен ячӗсем вырӑсла пулнине асӑнчӗ. Пачах вырӑсла мар ӗнтӗ — кӑнтӑрти районсенче ку тӗлӗшӗнчен питӗ лайӑх — стендсен ячӗсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыраҫҫӗ, Шупашкара ҫывхарнӑ май вара ҫак йӑла япӑхланса пырать. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ килес ҫул ятсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыртарассипе акцентласа ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Докладӑн тулли тексчӗпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнӑ май ытти учрежденисене те чӗлхесен саккунне пурнӑҫлама ыйтмалли пирки, уйрӑмах ятсене чӑвашла ҫыртармалли пирки калаҫрӗҫ.
Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ — унта «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Чӑваш Рсепубликин саккунӗ епле пурнӑҫланса пынине сӳтсе явӗҫ (проекчӗпе кунта паллашма май пур), Культура министерсвин учреждени ячӗсен чӑвашла куҫарӑвне пӑхса тухӗҫ, кӑҫал «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш чӗлхин орфографийӗ тавра пичетленнӗ статьясене тишкерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.